Куславкка районӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комплексӗнче кӗҫех музей уҫӑлӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Вӑл Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене асӑнмалли кун.
Ҫавӑн пекех, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну компексӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра тата тылра пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнма часавай тӑвӗҫ.
Куславкка районӗнче хӗрарӑм опекӑна илнӗ хӗрачан укҫипе усӑ курнӑ. Ача ун патӗнче 3 ҫул пурӑннӑ.
Ҫакӑ паллӑ: «опекӑпа попечительлӗх органӗ ирӗк панипе» хӗрарӑм хӗрачан счечӗ ҫинче укҫана хушӑран илкеленӗ. Пӗтӗмпе – 1 миллион ытла тенкӗ. Унпа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ /кайран вӑл ӑна хӑйӗн валлиех хӑварнӑ/.
Халӗ прокуратура суд урлӑ опекун пулнӑ хӗрарӑмран 350 пин тенкӗ шыраса илме, ача укҫипе илнӗ япаласене каялла тавӑрса пама ыйтать.
Шупашкарта пурӑнакан Юлия Ермолаева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна тӳре-шара саламлама килсен вӑл «Катюша» юрра шӑрантарса панӑ.
Юлия Ермолаева Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 18 ҫулта чухне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, вӑл Аслӑ Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Ӗнер 16 сехет те 20 минутра Атӑл ҫинче, Чӑваш Ен тата Мари Эл чиккинче, баржӑпа кимӗ ҫапаннӑ. Ку инкек Куславкка районӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Моторлӑ кимӗре икӗ пулӑҫ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри вилнӗ, теприне ҫӑлма май килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян Куславкка районӗнче, Тутарстан чиккинчен инҫех мар, авари пулнӑ.
Ирхи 7 сехет те 15 минутра "Лада Калина" водителӗ автозаправкӑран тухса йывӑр тиевлӗ "Скания" машинӑран иртсе кайма тӑнӑ. Унран иртсе кайсан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса йывӑр тиевлӗ тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан хыҫалти "Скания" ҫине вирхӗнсе кайнӑ. Кайран хирӗҫ килнӗ йывӑр тиевлӗ машина минивэнпа ҫапӑннӑ.
Шел те, аварире "Калина" водителӗ тата 13 ҫулти пассажир вилнӗ.
Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче туса лартнӑ асӑну комплексӗнче (ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ) ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, асӑну комплексне ҫын нумайрах та нумайрах килме тытӑннӑ. Ҫавӑнпа вӗсем валли хӑрушсӑр условисем туса памалла.
Олег Николаев "Волго-Вятскупрдор" пуҫлӑхне Илдар Мингазова каҫӑ тата стоянка тумашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Вӑл ку ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ.
Паян Атӑлта баржӑпа вӗрсе хӑпартмалли моторлӑ кимӗ ҫапӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав службине 15 сехет 46 минутра пӗлтернӗ. Ҫапла хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ Телеграм-каналӗнче.
Инкек Куславкка районӗнчи Карӑчкин ялӗ ҫывӑхӗнче ҫыранран 300 метр аякра пулнӑ. Вӗрсе хӑпартмалли кимӗре 2 ҫын ларнӑ: 1958 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1960 ҫулхи хӗрарӑм. Шел те, арҫын вилнӗ. Хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ.
Паян республикӑра пулнӑ икӗ аварире ҫынсем вилнӗ.
Кӑнтӑрла Куславкка районӗнче "Киа Рио" водителӗ руле итлеттереймен - машина кювета чӑмнӑ. Пассажир вилнӗ. Икӗ ҫын аманнӑ: водитель тата 9 ҫулти ача.
Канаш районӗнче вара ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ ҫынна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ.
Куславкка районӗнчи Кармал ялӗнче тата Красноармейски районӗнчи Ҫеҫмерте 2020 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасем путса вилнӗ.
Кармалта инкек ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ, Ҫеҫмерте вара – ҫу уйахӗн 30-мӗшӗнче.
Палӑртмалла: юлашки эрнере республикӑра 5 ача путса вилнӗ. Аса илтерер: Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва анса кайнӑ. Вӗсем Кӗҫӗн Ҫавалта шыва кӗнӗ.
Куславкка районӗнче "Киа Рио" водителӗ сарӑмсӑр вилнӗ. Авари "Атӑл" М-7 федераци автоҫулӗ ҫинче пулнӑ.
Иномарка водителӗ ҫул хӗрринче ларакан "Ивеко" фура ҫине пырса кӗнӗ. Машинӑн ҫур пайӗ ҫурмаприцеп айне кӗрсе кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вырӑнтах вилнӗ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. | ||
Пулӑм хуш... |